Кивӗ Элпуҫ (Элпуҫ), — Чӑваш Енри Тӑвай районӗн ялӗ.
Ялпа юнашар Эл кӳлли вырнаҫнӑ. Кӳлӗрен Эл юханшыв юхса тухать. Эль кӳлли патӗнче чӳксем ирттереҫҫӗ.
Юнашар ҫак ҫырмасем вырнаҫнӑ: Пикин ваҫанӗ, Левентей ҫырми, Капнер ҫырми, Шывлӑ вар, Эрех, хӑйра ҫырми, Мулла ҫырми, Атӑл ҫурт ҫаранӗ.
Ял ячӗ Эль юханшывран пулса кайнӑ.
Халӑхри халапсем пӗлтернӗ тӑрӑх кунта чӑвашсем Атӑл хӗрринчен килнӗ. Пӗр чӑвашӗ Элтер ятлӑ пулнӑ. Вӑл «Атӑл ҫурт» тӗлӗнче ҫурт лартнӑ та ҫапла ял пуҫланса кайнӑ тет. 1867 ҫулхи картта ҫинче яла Аякри Элтер (Дальнее Алдиарово) ятпа палӑртнӑ. Унта вӑл вӑхӑтра 105 кил пулнӑ.
Яла никӗҫленине каласа паракан халапсем темиҫе те. Тепӗр халап тӑрӑх яла Атӑлӑн сулахай енчен килнӗ Айтар ятлӑ чӑваш никӗсленӗ. Ӑна кунта ӗне илсе килнӗ тет. Виҫҫӗмӗш халапӗ тӑрӑх яла Атӑлӑн сулахай енчен тӑлӑп ҫаннинче илсе каҫнӑ ача никӗҫленӗ пулса тухать.
Ялти Хусан Турамӑш чиркӗвне 1892 ҫулта лартнӑ. Чиркӳри пуп вырӑнӗнче Чӑваш шкулне вӗренсе тухнӑ Константин Евграфович Веков пулнӑ. Чиркӳ ҫумӗнче 1880 ҫулта уҫнӑ шкул пулнӑ. 1857 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче кунта хӗрачасене вӗрентекен шкул ӗҫлеме пуҫлани паллӑ. Шкулӑн пӗрремӗш вӗрентевҫи Ф. Смирнов пулнӑ, вӑл 7 арҫын ачапа 4 хӗрачана вӗрентнӗ. Вӑл шкула ҫавӑн пекех Ҫӗнҫырма, Ураскасси тата Энӗшпуҫ ялӗнчи ачасем ҫӳренӗ. Шкул валли ҫурт ятарласа 1886 ҫулта лартнӑ. П. Иментаев аса илнӗ тӑрӑх шкула И.Я. Яковлев та килсе кайнӑ.